Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — банкран илнӗ кредит. Кӳрше те кивҫен патне каҫнӑ. Ултав серепине ҫакланнӑ 52 ҫулти арҫын ултавҫӑсене тӗрлӗ суммӑна икӗ уйӑх хушшинче пӗчӗкшерӗн куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмах виртуаллӑ суту-илӳ лапамне инвестици хывса укҫа-тенкӗ ӗҫлесе май пур тесе ҫырнӑ пӗлтерӗве асӑрханинчен пуҫланнӑ. Ҫавна ӗненсе вӑл ятарлӑ каҫӑпа иртнӗ, ун хыҫҫӑн банк картти ҫинчи 25 пин тенкӗ йӗп пек ҫухалнӑ. Кӑштахран арҫын патне пӗри шӑнкӑравласа укҫана тупӑш илмелле хума пулать тесе ӗнентернӗ. Савӑннӑ арҫын 1, 5 миллиона яхӑн тенкӗ кредит илсе тӗрлӗ телефон номерӗ ҫине куҫарса панӑ. Кайран хайхи укҫана каялла илес тенӗ. Апла тӑвас тесен 650 пин тенкӗ комисси тӳлемелле тенӗрен машинӑна салука хывса тата кредит илнӗ. Каштахран хӑйӗн кредит картти ҫинчи 132 пин тенке илнӗ, унтан кӳршӗрен 50 пин тенкӗ ыйтнӑ. Икӗ уйӑхра арҫын ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре район ҫыннисемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта Рынкӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи ял хуҫалӑх теллевӗллӗ 54 гектар ҫӗре промышленность ҫӗрӗ категорие куҫарас ыйтӑва хускатнӑ.
Александр Андреев ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхӗ халӑх иккӗленӗвне сирсе ярайман. « Агропарк валли ҫӗре промышленность тӗллевӗпе куҫарни кирлӗ мар, усӑ курмалли тӗсе ҫеҫ улӑштармалла. Ют ҫӗршыв инвесторӗсем ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре туянаймаҫҫӗ, промышленность тӗллевӗллине илме май пур. Халӑх итлевӗ май килнӗ таран анлӑн та уҫҫӑн иртмелле», — тесе ҫырнӑ депутат.
Чӑваш Енре агротехнопарк хута яма палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулӗ. Кун пирки Аслӑ экономика канашӑн ларӑвӗнче вице-премьер – экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Республикӑра патшалӑх индустри, агропромышленоҫ паркӗсене – пӗтӗмпе виҫҫӗ – тума палӑртнӑ. Ҫав шутра – Ҫӗрпӳ районӗнче, унта агротоехнопарк пулӗ.
Министр хальлӗхе ҫак паркра Чӑваш Енре регистрациленнӗ 15 ял хуҫалӑх компанийӗ вырнаҫма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Агротехнопарк усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме, инвесторсене илӗртме май парӗ. Паллах, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем те йӗркеленӗҫ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче ферма уҫӑлнӑ. Унта 500 ӗне вырнаҫать. Ферма тумашкӑн 200 миллион тенке яхӑн тӑкакланнӑ.
Фермӑна тӳре-шара та ҫитсе курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисем тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ, РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсне хутшӑнмалла ҫеҫ. Комисси витӗр тухнисем федераци хыснинчен – тӑкакӑн 25 процентне, регион хыснинчен 16 процентне илме пултараҫҫӗ. Конкурс суйлавӗ витӗр тухманнисен регион хыснинчен тӑкакӑн 30 процентне саплаштарас шанчӑк пур.
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнче тислӗкпе пӗрле пӑру виллисене уя кӑларса ывӑтни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем уйра пӑру виллисене тупнӑ. Вӗсем тӑпра ӑшӗнче пулнӑ, ҫӗрме пуҫланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫынсем пӗлтернӗ.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑру виллисене тислӗкпе пӗрле тухса тӑкнӑ. Ҫавна май тавралӑха лайӑх мар шӑршӑ сарӑлать. Пӑру виллисене ачасем хӗллех йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне курнӑ. Халӗ вара урӑх ҫӗрте те выртаҫҫӗ. «Вуннӑран кая мар», - пӗлтернӗ ҫынсем.
Вӗсем прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗрсем фермер хуҫалӑхӗн. Йӗркепе килӗшӳллӗн, выльӑх вилсен кун пирки ветеринари службине пӗлтермелле. Вӗсем анализсем туса выльӑх мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Вӗсене тӑпра айне тума юрамасть.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ. Ҫемьере 9 е 10 ача ӳсекен тӗслӗхсем те пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсене шута илсен, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ палӑрмаллах нумайланнӑ. Ку тапхӑрта виҫӗ ачаллӑ 835 ҫемьене шута илнӗ. 182 ҫемьере тӑваттӑмӗш пепке ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсен йышӗ сахалрах пулнӑ: 787 тата 161.
Шупашкарти Калинин районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ҫак тапхӑрта 10-мӗш ача ҫуралнине шута илнӗ. Шупашкарти Мускав районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче 9-мӗш пепке кун ҫути курнӑ ҫемьесем пур.
Чӑваш Енпе иртекен «М-7»федераци ҫулӗ ҫинчи инкекре водитель тата икӗ ҫамрӑк пассажир суранланнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑрушсӑрлӑх пиҫихиййӗпе ҫыхӑнман.
Ҫул ҫинчи инкек Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче ӗнер пулса иртнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Скани» водителӗ малта пыракан машина ҫывӑхне пырса кӗнӗ. Вӑл «Рено Сандеро» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫавна май Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан ҫынсем суранланнӑ. Вӗсенчен пӗри – водитель, ҫавӑн пекех — 2005 тата 2007 ҫулсенче ҫуралнӑ пассажирсем.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Вӑл «Молодежный–Патӑрьел–Шӑнар» автоҫулпа пынӑ.
«Авантис» спорт мотоциклӗпе ҫула тухнӑ 26 ҫулти каччӑ хирӗҫ килекен ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ, унтан ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑни те витӗм кӳнӗ-тӗр. Ҫул ҫинчи инкеке пула ҫамрӑк ҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй Красноармейски районӗнчен пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑха пӑхӑнманшӑн пӗлтӗр каччӑна административлӑ майпа 6 хутчен явап тыттарнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ку Туҫи ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Унччен ҫак вырӑн питӗ хитре курӑннӑ, вӑл ҫынсене илӗртнӗ. Ҫӳллӗ вырӑнтан ялсем алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑннӑ. Ҫав вырӑнта саксем те лартнӑ. Халӗ вӗсем ҫӗр айне пулнӑ.
Юрать-ха, никам та шар курман. Туҫи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ сӑрт 20-25 метр ҫӳллӗш. Администраци пуҫлӑхӗ Людмила Атманова ҫав вырӑнта ҫитес вӑхӑтра асӑрхаттару паллисем лартассине пӗлтернӗ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пулнӑ пушарта 6 ҫын вилнӗччӗ, вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви пушар сӑлтавне палӑртнӑ. Инкекшӗн ҫав пушарта ҫӑлӑнса юлнӑ 51 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.
Вӑл – пӳрт хуҫи. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр холодильнике пула тухнӑ. Вӑл хутса ӑшӑтман ҫенӗкре ларнӑ. Холодильникӗн ӗҫлемелли срокӗ тухнӑ пулнӑ. Анчах унпа малалла усӑ курнӑ.
Аса илтерер: амӑшӗ икӗ хӗрӗпе, виҫӗ мӑнукӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне пӗр хӗрӗ ҫулӑм тухнине курсан кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ пуҫ тӑрӑх шыв ярса, утиялпа чӗркенсе урама тухнӑ, кӳршине чӗннӗ. Анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле йӑлтах ҫуннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |